Автор: Степанова Галина Георгиевна
Йăла юмахĕсем.
Литература вулаве уроке
Заняти тĕллевĕсем
— Йăла юмахĕсен формипе содержанийĕ ҫинчен пуҫламăш пĕлӳ парасси;
— Илемлĕ вулав хăнăхăвĕсене аванлатасси;
— Тимлĕхе, ăс-тăна, чĕлхене аталантарасси
Вĕренӳ задачисем:
— Йăла юмахĕсемпе паллаштарасси; вĕсен хăйьевĕрлĕхне чухлас мехеле тарăнлатасси;
— Япаласемпе пулăмсене танлаштарса сăнламалли мелсене сăнатарасси;
— Туслăхпа тăванлăх туйăмĕсене аталантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: «Кинеми, мăнукĕ тата чăпар чăх» юмах (43-45-мĕш с.); кинеми, мăнукĕ, чăпар чăх, упа, кашкăр, хурчка тата витресен ӳкерчĕкĕсем, кроссворд, таблица «Юмахсен ушкăнĕсем»